
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Надежда Михайлова пӗлтӗр хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑм какайран ҫурма фабрикат хатӗрлесе сутать.
Хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма ӑна патшалӑх укҫи пулӑшнӑ. Кунта сӑмах социаллӑ контракт пирки пырать.
Социаллӑ контрактпа илнӗ укҫа пулӑшнипе хӗрарӑм кирлӗ оборудовани туяннӑ. Унтан вӑл пельмен ҫупма, фрикадельки тата котлет хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫак ҫурма фабриката хӗрарӑм сутса укҫа тӑвать.
Надежда каланӑ тӑрӑх, пельмене ҫупасси ачаран пыракан йӑла. Унччен йӑлт алӑпа тумалла пулнӑ. Ун чухнехи ал арманӗсем вырӑнне электричествӑпа ӗҫлекеннисем пур, ӗҫе ытти енӗпе те ҫӑмаллатма май пур. Килте хатӗрленӗ продукци пысӑк производствӑсенче туса кӑлараканнисенчен чылай чухне тутлӑрах та.

Чӑваш Енре вӑхӑтлӑха теле- тата радиовещание чарса лартӗҫ. Анчах пур округра та мар. Ку пилӗк округа пырса тивет.
Паян 10:00-16:00 сехетсенче Куславкка округӗнчи Елчӗк ялӗнче эфир пулман. 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен вара Етӗрне округӗнчи Канаш ялӗнче трансляци пулман.
Ыран, акан 1-мӗшӗнче, 11:00-17:00 сехетсенче Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче эфира чарса лартӗҫ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Вӑрнар округӗнчи Малти Ишек ялӗнче трансляцие чарӗҫ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси ялӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен эфира чарӗҫ.
ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планра палӑртнӑ профилактика ӗҫӗсем пулӗҫ.

Кунсем-ҫулсем сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ те ватлӑх та алӑкран килсе часах шаккать.
Канашра ҫуралнӑ, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑннӑ Галина Синдячкина юлашки вӑхӑтра ҫын куҫӗнчен пӑхма пуҫланӑ. Кинемейӗн ҫулӗ те аванах пур — вӑл 91-ре. Малтан ӑна киле пырса социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑнӑ-ха. Ҫавӑн пек ҫур ҫул пурӑннӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кинемее пӗрмаях пулӑшу кирлӗ пулма пуҫланӑ.
Сӗнтӗрварринчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем кинемей шухӑшне шута илсе ӑна ваттисен ҫуртне ӑсатма йышӑннӑ. Документсене хатӗрлесе ҫитерсе Галина Аркадьевнӑна Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртне илсе кайнӑ. Унта ватӑ ҫынна ҫӑмӑлтарах пулмалла: апатне пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, вырӑн таврашне тата ҫипуҫа ҫуса тасатаҫҫӗ, тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене парса тӑраҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫӗнӗ космонавтика музейне хӑпартас тӗлӗшпе малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Кунти ӗҫ-пуҫ вӗресе кӑна тӑрать — объекта тума куллен 75 ҫын таран хутшӑнать.
Халӗ строительсем ҫуртӑн тӗп кӑшкарне тӑваҫҫӗ, кирпӗч хураҫҫӗ, подвалти пайри пӑрӑхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑшӑ, шыв пӑрӑхӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫутӑ тата вентиляци енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ тӗрӗшӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ — шыв пухмалли 200 кублӑ икӗ пысӑк пичке вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗнӗ музея виҫҫӗмӗш космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ тӑван кӗтесре хӑпартаҫҫӗ. Вӑл республикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ министерствин пӗрлехи заказчик служби ҫурт-йӗре вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса пӗтерес тӗлӗшпе яланах тӗрӗслесе тӑрать. Музей ӗҫлеме пуҫласан кунта туристсем татах та нумайрах килме пуҫлӗҫ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗслеялӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялне йӑнӑш ҫырса хунинчен тӗлӗнеҫҫӗ.
Асӑннӑ ял патӗнче нумаях пулмасть ҫул паллине ҫӗнетнӗ. Ял ятне чӑвашла тата вырӑсла ҫырса хунӑ. Чӑвашлине йӗркеллех шӑрҫаланӑ-ха, анчах вырӑсла ҫырнӑ чух «Ибраялы» тес вырӑнне «Иббраялы» тесе ҫавӑрттарса хунӑ.

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче арӑмӗпе упӑшки тата вӗсен ывӑлӗ водитель прависӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Услӑ Пукаш ялӗнче «Рено Дастер» автомобиле чарнӑ. Анчах водитель хӑнк та туман, пушшех те – хӑвӑртлӑха ӳстерсе тарма тытӑннӑ.
Инспекторсен ӑна нумай хӑвалама тивмен – водитель юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Унта та пулин машинине пӑрахса тарма хӑтланнӑ. Ӑна кил картишӗнче тытса чарнӑ.
Хайхискер ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл лавккана эрех туянма кайнӑ иккен. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Кайран ҫакӑ та ҫиеле тухнӑ: нумаях пулмасть унӑн арӑмӗ те, ывӑлӗ те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн правасӑр юлнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Шумов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Алексей Александрович чылай вӑхӑт йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Алексей Шумов 1955 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӑстакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн экономика фвакультетне пӗтернӗ, 2000 ҫулта Мари патшалӑх техника университечӗн строительство факультетӗнче диплом илнӗ.
2002 ҫулта Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш чӗнӗвӗн депутатне суйланнӑ. 2005 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ. Унта 2009 ҫулччен ӗҫленӗ.
Алексей Шумовпа кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче 10-12 сехетсенче сывпуллашӗҫ.

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.
Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.
Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи пӗр ялта ывӑлӗ ашшӗне вилмеллех хӗненӗ. Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ, ывӑлӗ ашшӗне кӗлеткен тӗрлӗ пайӗнчен тапнӑ-ҫапнӑ. Арҫын тухтӑрсем киличчен вилнӗ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Халӗ следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар округӗнче Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче Урваш юханшывӗнчен вырӑнти ҫынсем 33-ри арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл плотинӑра пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе путса вилнӗ.
Аса илтерер: юпан 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗ ҫывӑхӗнче 47-ри пулӑҫ путса вилнӗ. Юпан 18-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Ҫӳлти Улмалуй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 57-ри арҫын путнӑ.
